Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пурччӗ манӑн икӗ ҫунат (Пайтул)

Пурччӗ манӑи икӗ ҫунат,
Икӗ улӑпла ҫунат:
Пӗр ҫуначӗ — Чӑваш ҫӗрӗ,
Тепӗр ҫунат — Чӑваш хӗрӗ —
Савнӑ тусӑм Минисса.
Вӗҫрӗм ҫилтӑвӑл касса...
Касса татрӗҫ ҫуната,
Чӗрем панчи ҫуната.
Ҫилхӑван пек утӑм пур,
Икӗ вӑйлӑ аллӑм пур,
Ҫутӑ хӗҫӗм ялтӑратӑр,
Тӑшман пуҫӗ ҫук пултӑр.

Ӑнлантаркӑч

Ку юрра 1916 ҫулта Кирук юрӑҫӑ Палтай Упи ялӗнчи Каляк Минккинчен ҫырса илнӗ.
Минисса — Пайтулӑн арӑмӗ е савнӑ хӗрӗ пулма пултаратъ.

Ҫавӑн пекех

Пайтулӑн ытти юрри-сӑввисене вулӑр.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-05-12 13:45:20 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2502 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем